Location via proxy:   [ UP ]  
[Report a bug]   [Manage cookies]                

Булгаризм пирки пĕтĕмĕшле çырнине Булгаризм (юхăм) статьяра пăхмалла.

Атăлçи Пăлхарăн пĕр ертсе пыраканĕн (Пĕрремĕш Ибрагимăн) хальхи саманара лартнă палăкĕ (Тутарстан, Елабуга хули).

Необулгаризмбулгаризм текен пĕрлĕхри юхăмăн малалли аталанавĕ, тĕпрен илсен XXI ĕмĕре пырса тивет теме пулать. Паянхи кунчченех тăсăлать.

Необулгаризм палăрăмĕсем

тӳрлет

Хальхи вăхăтра необулгаризм, ĕлĕххи пекех, Чăваш Енре (Чăваш булгаризмĕ) тата Тутарстанра (Тутар булгаризмĕ) пур.

Чăваш Енри необулгаризм

тӳрлет

1992-мĕш çулхи октябрьте Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш (йĕркелÿ) пухăвĕ пулса иртнĕ. Çавна май тухнă "Аталану" хаçатăн ятарлă номерĕнче Владимир Болгарский (ун чухне вăл "Васильев" хушаматпа çÿренĕ-ха) çырнă "Проснитесь, булгары!" (Пăлхарсем, вăранăр!) вырăсла статйи пичетленсе тухнă. Асăннă хаçатăн номĕрĕ тата ытти паллисем халлĕхе паллă мар, анчах асăннă статьян факсимиле текен копийĕ халăх çине тухнă, Тетелте те пур[1].

Юхма Мишши 2007-мĕш çулта панă интервьюран[2]:

<Куçару: ...унашкал варианта пăхса тухни, эп шутлатăп, йĕркеллĕ тата саккунлă япала. Хамăра Атăлçи Пăлхар Республики темешкен тулли тивĕç пур.>

Çав çулах кун пек шухăша В.Л.Болгарский те каланă[3]:

вырăсла

<Куçару: ...хамăра хамăр чĕнесси çаплах юлма пултарать, официаллă ята улаштармалла — пăлхарсем. Мĕншĕн тесен вăл ят историпе, несĕлсемпе çыхăннă.>

В. Д. Димитриев тата Г. И. Тафаев историксем, М. Н. Юхма тата Ю. В. Дадюков çыравçăсем, В.Л.Болгарский адвокат 2012-мĕш çулхи октябрьте Шупашкарти чăваш наци-культура автономийĕсен ертÿçисен тата ют çĕршыври чăваш ушкăнĕсен ертÿçисен "Çавра сĕтелĕ" вăхăтĕнче (Чăваш наци конгресĕ 20 çул тултарнă май иртнĕ) Чăваш республикин пуçлăхĕ М. В. Игнатьев, РФ Патшалăх думин депутачĕсем А. Г. Аксаков, В. С. Шурчанов, А. И. Аршинова тата ЧР Патшалăх канашĕн депутачĕсем патне Чăваш республикине "Чăваш Республики — Атăлçи Палхар" историлле ята тавăрас тĕлĕшпе сĕнÿпе тухнă[4][5][6][7].

2013-мĕш çулхи январĕн 13-мĕшĕнче ЧР Патшалăх канашне çаканашкал улшăну (ребрендинг) тăвас тĕлĕшпе ятарлă чĕнÿ килнĕ; — чĕнсе калакансем: Г. И. Тафаев, М. Н. Юхма, В. Л. Болгарский, Ю. В. Дадюков, Р. И. Шевлеби, Н. И. Заводскова, А. В. Павлов[8].

Тутарстанри необулгаризм

тӳрлет
Тĕп статья: Тутар булгаризмĕ

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет