Готсем
Готсем, — II—IX ĕмĕрсем хушшинче пурăннă герман халăхĕ. VIII ĕмĕрччен Европăри шайĕ самай пысăк пулнă.
Историйĕ
Готсен кăк вырăнĕ Скандинавире шутланать. Каярахпа вĕсем хальхи Польшăн çурçĕрти çĕрĕсем çине (Померанине) çитнĕ, тата каярах кăнтăралла куçнă. 230 çулта хальхи Украина çĕрĕнче готсен патшалăхĕ йĕркеленнĕ. Черняхов культуринче те вĕсен витĕмĕ пысăк тесе шутлаççĕ.
III ĕмĕрте готсем Дакинчен (хальхи Румыни çĕрĕсем) римлянсене хăваласа янă. Ку вăхăталлах вĕсем икĕ ушкăнна пайланнă тесе шутлаççĕ — анăçрипе (вестготсем) тухăçри (остготсем) ушкăнсем çине.
375 çулта хунсем вĕсен патшалăхне килсе аркатнă. 376 çулта готсем Танай урлă каçса Балкан çурутравне çитнĕ.
410 çулта вестготсен Аларих патши Рима ухтарса тухать.
Герман йăхĕсем | |
---|---|
Алемансем • Англсем • Батавсем • Бургундсем • Вандалсем • Вестготсем • Гепидсем • Герулсем • Готсем • Гётсем • Дансем • Квадсем • Кимăвăрсем • Лангобардсем • Маркомансем • Неметсем • Остготсем • Ругсем • Сакссем • Свевсем • Свейсем • Скирсем • Таифалсем • Тевтонсем • Тенктерсем • Франксем • Хаттсем • Херусксем • Ютсем Йăх пĕрлешĕвĕсем: Ингевонсем • Истевонсем • Герминонсем
|