Location via proxy:   [ UP ]  
[Report a bug]   [Manage cookies]                
Контент патне куҫ

Латин чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Латтин чĕлхи ҫинчен куҫарнӑ)
Lapis Niger (Хура чул) - латтин çырăвĕллĕ авалхи палăк

Латтин чĕлхи (lingua latina), е латынь, — инди-европа чĕлхе çейин латтин-фалиск ушкăн пайĕн Итали чĕлхисем шутĕнчи чĕлхе.


Латтин чĕлхи инди-европа чĕлхисен чи авалхи çыру чĕлхисенчен пĕри шутланать.

Паянхи кунсенче латтин чĕлхи Ватиканăн, çаплах католици чиркĕвĕн официаллă чĕлхи пулать.

Европа чĕлхисенче латтинран кĕнĕ сăмахсем çав тери чылай (тĕслĕх: тĕнче лексики).

Латтин алфавичĕ хальхи чылай чĕлхен çырулăхĕн никĕсĕ пулса тăрать.

Латтин чĕлхи оскпа умпăр чĕлхисемпе пĕрле инди-европа çемьин итали туратне кĕрет. Авалхи Италире аталанса пынă çем латтин чĕлхи ытти итали чĕлхисене аяла хурса анăç Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашĕнче мала тухать.

Сĕм авал латтин чĕлхи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Классикăллă латтин

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Классикăллă хыççăнхи латтин

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кайри латтин

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Урăх чĕлхесене сĕмлени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Латтин чĕлхин халăх пуплев тĕсĕ — халăх латтин чĕлхи — çĕнĕ наци роман чĕлхисемшĕн чĕлхе тĕппи пулса тăрать. Çавсем шутĕнче Апеннин çурутравĕн çĕрĕнче латтин чĕлхинчен улшăнса аталаннă итали, малтанхи Галли территоринчи франципе провансаль чĕлхисем, Пиреней çурутравĕн территоринчи испанпа португал чĕлхисем, ретороман чĕлхи— Реци рим колонийĕнчи (хальхи Швейцарин тата çурçĕр-тухăç Итали пайĕсенче вырнаçнăскер), румынДаки (халĕ Румыни) рим провинцин территоринче, молдава тата ытти чĕлхесем, çавсем хушшинче уйрăмах классикăллă латтина çывăх сардин чĕлхине асăнмалла.

---

Римлĕнсем пирĕн эрăччен I ĕмĕрпе I ĕмĕрсенче герман йăхĕсене пăхăнтарасшăн кĕрешнĕ, анчах та çар ăнăçне тытайман пулин те, римлĕнсемпе германсем хуçалăлăхлă çыхăнусене чылай вăхăт тытса пынă — çак ĕçсене Рейнпа Танай тăрăхĕнчи рим колони-гарнизонĕсем урлă ирттернĕ. Çакна нимĕç хули ячĕсем кăтартаççĕ: Кёльн (ним. Köln, лат. colonia — пурăну вырăнĕ), Кобленц (ним. Koblenz, лат. confluentes — юхса пĕрлешекенсем, Кобленц Мозельпе Рейн пĕрлешĕннĕ çĕрте), Регенсбург (ним. Regensburg, лат. regina castra), Вена (лат. vindobona) тата ытисем те.

Британире латтин чĕлхин авал йĕрĕсем хула ячĕсенче сыхланса юлнă: -chester, -caster е -castle (лат. castra — çар лагерĕ тата castellum — хӳтлĕх), foss- (лат. fossa — канав, col(n) от лат. colonia — пурăну вырăнĕ: Манчестер (акăлч. Manchester), Ланкастер (акăлч. Lancaster), Ньюкасл (акăлч. Newcastle), Фосбрук (акăлч. Fossbrook), Линкольн (акăлч. Lincoln), Колчестер (акăлч. Colchester).

Латтин чĕлхи, вырăс чĕлхи пекех, чылай шучĕпе синтетикăллă чĕлхе шутланать. Латтин чĕлхин 5 тĕсĕллĕ вĕçлени тата 4 тĕсĕллĕ сăпатлану.

Чĕлхере 6 ӳкĕм:

Вырăс чĕлхинчи пекех, виçĕ (грамматика) нĕсĕл:

  • Ар (masculinum)
  • Ама (femininum)
  • Вăта (neutrum)

Латтин чĕлхин глаголĕсен 6 вăхăт хорми, 3 наклонени, 2 залог, 2 хисеп тата 3 сăпат.

Латтин глаголĕн вăхăчĕсем:

Тайăлусем:

Залог:

Хисеп:

Сăпат:

Кӑсӑклӑ фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕрĕсем çинче латынла чи анлă усă куракан çыравсем:

  • Ab hinc - Паянтан (çак самантран)
  • Ad infinitum - Вĕçсĕр
  • In aeternum - ĕмĕрлĕх, манми
  • In saecula saeculorum - ĕмĕр-ĕмĕр!
  • Ad vitam aut culpam - ĕмĕрлĕхе е пĕрремĕш айăпччен
  • А solis ortu usque ad occasum - Хĕвел тухăçран пуçласа хĕвĕл аниччен
  • Aeterna historia - Вĕçсĕр истори
  • Amor omnibus idem - Юрату пурин валли те пĕрех
  • Bonum factum! - Ырлăха та телее!
  • Fac fideli sis fidelis - Хăвна шанакан çынна, шанчăклă пул!
  • Gens una sumus - Эпир - пĕр ăру
  • Ne varietur - Улшăнми
  • Omnia vincit amor et noc cedamus amori - Юрату пурне те çĕнтерсе илет, эпир ăна пăхăнатпăр

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Усă куракан паллă терминсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]