Location via proxy:   [ UP ]  
[Report a bug]   [Manage cookies]                
Контент патне куҫ

Юрлавçă (чиркӳ хорĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Юрăç ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Юрлавçă пăхăр.
Patriarchate Constantinopolis

Юрлавçă тени чăваш чĕлхинче, тĕпрен илсен, юрăç тенипе тÿр килет темелле. Чиркÿри хорта юрлакана юрăçă мар, юрлавçă тени уйрăм сĕм парать, стиль енчен çĕнĕ сăнсем хушать. Анчах та чиркÿ тулашĕнче, кулленхи пурнăçра, юрлакана та юрлавçă теме пулать. Уйрăмах юрăçă сăмахăн ытти пĕлтерĕшсем те пуррине шута илсен.

Раççей юрăçĕсем. Марккă çулçи, 1998 çул.

Юрăç — юрлакан, юрăпа хăтланакан çын; вокал мусăкне (юрăна, романса, арие, хорта т.ыт. янратаканĕ; мусăка мусăк инструменчĕпе — хăйĕн сассипе — кăларакан мусăкçă.

Юрăç — вокалистăн анлă сарăлнă тĕсĕ.

Жанрсен классификаципе

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мусăк жанрĕпе юрăçсем çапла уйăрăлаççĕ:

Сасăсен классификацийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Классика мусăкĕпе оперăра сасăна мусăк инструменче пекех пахалаççĕ. Композиторсем çак инструмент валли, юрăçăн ăсталăхне тата сасăн уйрăмлăхне шута илсе мусăк хайлаççĕ.

Тăтăшах юрăçăн сасăн диапазонĕпе арлăхне шута илсе уйăраççĕ. Çак иккĕ критерипе йӳнеçтерсен те чылай ытти тĕрлĕх тупăнать. Кунта улттă тĕп класс палăртнă.

Ытти тĕрлĕхсем — колоритлă сопрано, драма тенорĕ, бас-баритон, бас-буффо. Çавăн пекех хĕрарăм сассин диапозонĕнче юрлакан арçын юрăçсем пур. Çак тĕс сахал пулсан та, халиччен унна усă кураççĕ, сăмахран оперăра.

Барокко мусăкĕнчи чылай рольсене кастратсем (арçын ача чухне вĕсене сасăн мутацине тутарас мар тĕллевпе кастраци операцине тунă) юрлаççĕ. Хальхи вăхăтра çак вокала фальцет юрлавĕн технике алла илнĕ юрăç янратма пултарать. Çакăн тĕслĕ юрăçа сопранист (вăлах контратенор, вăлах арçын альчĕ) теççĕ.