Неосуваризм
- Суваризм пирки пĕтĕмĕшле çырнине Суваризм (юхăм) статьяра пăхмалла.
Неосуваризм — суваризм текен пĕрлĕхри юхăмăн малалли аталанавĕ, тĕпрен илсен XXI ĕмĕре пырса тивет теме пулать. Паянхи кунчченех тăсăлать.
Неосуваризм палăрăмĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çав-çавах "чăваш" сăмаха "сувар" сăмахпа çыхăнтарас текенсем ăславçăсем хушшинче те тупăнсах тăраççĕ-ха. Акă мĕн теççĕ И.И. Бойко тата Ю.В. Гусаров[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Его <этнонима "чуваши"> ранней формой является название тюркоязычного племени «сувазы» (сувары), к-рые вместе с родственными болгарами являются предками чуваш. народа.<Куçару: Унăн <"чăваш" этнонимăн> маларахри форми — "суваз" (сувар), тĕрĕк чĕлхиллĕ йăхăн ячĕ, — вăл йăх, хăйпе хурăнташлă пăлхарсемпе пĕрле, чăваш халăхĕн несĕлĕ пулса тăрать.>
Кăна "шуса пыракан суваризм" теме пулать. Унта тÿреммĕн неосуваризма ырлани питех çук. Çав вăхăтрах Санкт-Петербургра ĕçлесе пурнакан А.К.Салмин этнограф чат неосуваризм сĕмĕллĕ статьясем çырать[2][3][4], кĕнеке те кăларать[5].
Специалист А. К. Салмин ĕçĕсене çапла хаклать[6]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Как мы показали, ни под одним из принципиальных тезисов А.К.Салмина нет достаточной фактологической базы. Поэтому даже если выводы автора когда-либо подтвердятся, они будут основаны на других источниках, на других фактах, на другой логике.<Куçару: Эпир кăтартрăмăр ĕнтĕ, А. К. Салминăн нихăш тезисĕ айĕнче те фактологилле никĕс çук. Çавна кура, хăçан-та пулин авторăн пĕтĕмлетĕвĕсем çирĕпленес пулсан та, çакă урăх çăлкуçсем, урăх чăнлавсем, урăх логика çинче çеç пулма пултарĕ.>
"Сăвар" сăмаха "Пăлхар" сăмахран маларах хурса асăнса ят панă кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ятсем пирки сăмах пырать. Анчах ăнланмалла ĕнтĕ: кĕнекен ячĕ епле — ăшлăхĕ те çавнашкалах.
- Ювенальев Ю. Ю., Ювенальев С. Ю. Культура суваро-булгар: история предметов вооружения. — Чебоксары, 2015. — 160 с.: ил.
- Иванов В. Н. Культурная идентификация суваро-булгаро-чуваш. // Вестник славянских культур. — 2015. — Вып. 2. — С. 67—74.
- Иванов В. Н. Национальное самосознание как модель сохранения народа суваро-булгаро-чуваш. // Российское государство и социально-экономические вызовы современности: сборник научных статей. Том II. — Москва: Проспект, 2015. — С. 330—333.
- Алмантай В. Н. Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — 272 с., ил.
- Ювенальев Ю. Ю., Ювенальев С. Ю. Культура суваро-булгар. Этническая религия и мифологические представления. — Чебоксары, 2013. — 128 с., илл.
- Алмантай В. Н. Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений. — Чебоксары, 2012. — 96 с.: илл.
- Алмантай В. Н. Кто мы — суваро-булгары или чуваши? Очерки. Изд. 2-е, сокр. — Чебоксары, 2011. — 78 с.
- Алмантай В. Н. Кто мы — суваро-булгары или чуваши? Очерки. — Чебоксары, 2010. — 136 с., ил.
Кунсăр пуçне тата ак çаканашкал кăларăм пур:
- Трофимов А. А. Зороастризм: суваро-болгарская и чувашская народная культура. — Чебоксары: ЧГИГН, 2009. — 256 с., илл. —ISBN 978-5-87677-121-6
Анчах та çакна çÿлерех асăннă ĕçсемпе пĕр рете лартма, тен, кирлех мар-тăр халлĕхе. Мĕншĕн тесен унта зороастризм тĕнĕ пирки сăмах пырать, ун палăрăмĕсем вара Кавказри (!) савирсем хушшинче чăнах та вăйлă пулма пултарнă.
Çавăн пекех акăлчан чĕлхипе тухнă ак çак кĕнеке те уйрăмрах тăрать:
- Salmin Anton. Savirs – Bulgars – Chuvash. Ed. Peter Golden. – Saarbrücken: Lambert Academic Publishing, 2014. – 147 p.
Кĕнеке ятĕнчи компонентсене пĕр-пĕринчен дефиспа мар, вăрăм йĕрпе (тирепе) уйăрнă. Эппин вĕсем пĕрпетĕмĕшле ăнлава мар пĕлтереççĕ — чăннипе пĕрин хыççăн тепри уйрăммăн тăрса кашнийĕ хăйне май уçăмланаççĕ.
"Сувар" тенине Раççей Федедерацийĕнчи халăхсен йышне кĕртни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççей Федерацийĕн экономикăлла аталанавĕн министăрлахен патшалах статистикин Федералла хĕсмечĕн ертÿçи Е.Суринов çирĕплетнипе (27.01.2010ç.) №74 Приказ кăларнă; унпа килешÿллĕн "сувар" тенине кашни çыннăнах 2010-мĕш çулхи çырсатухура калама юранă (код 1191); асăннă çырсатуху вăхăтĕнче миçе çын хăйне çапла палăртни паллă мар[7].
Ытти палăрăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Интернетри В.Н.Алмантайăн сувары.рф хăватлă сайчĕ. 2012-мĕш çултанпа ĕçлет. Чăн та, интерактивлă, диалогла меслетпе мар. Тĕпрен илсен, монологла меслетпе ĕçлет. Усă куракансем, вулакансем сайтăн ĕçне тĕрлĕ майпа хутшăнма питех пултараймаççĕ[8].
- Сăвар-пăлхар-чăваш культурин, почта историйĕн, Çĕпĕр çулĕн музейĕ (Шупашкар районĕ); 2017-мĕш çултанпа; музее Чăваш республикин Пуçлăхĕ килнĕ пулăма В.Н.Алмантай (Иванов) хутшăннă[9].
- Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи Аслă Чементи Анатолий Туптов фермер хуçалăхĕнчи "Сувар" утар (60 вĕлле) тата вăл туса кăларакан "Суварский мёд"[10].
- Истори-культурологи тĕпчевĕсен К.В.Иванов ячĕллĕ фончĕ (ФИКИ) çумĕнчи "Сувар" пĕрлĕх"[11].
- Чăваш культурине тĕрек паракан "Сувар" фонд (Шупашкар хули); Президенчĕ — Тяпкин Владимир Геннадьевич[12].
- "Сувар" социаллă-культурăллă центр; Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша ялĕ[13].
Неосувар идеологи ушкăнĕн ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вĕсен хăйсен сайчĕ пур: https://сувары.рф(ĕçлемен каçă) ятлă домена йǎшăнать. Укçа пуçтармалли фондсем регистрациленĕ: «Фонд АРУНА историко-культурологических исследований имени суварского князя Вырак» тата "Общественное объединение «Сувар»". Хăйсен тĕн йăлине йĕркене кĕртнĕ: "Инем-Тура традиционная религия суваро-булгар". Мухтав палли "Чебоксарский фонд «Сувар»" калараççĕ. "Сувар" халăх нацине Раççей Федерацинчи халăхсен ят-йышне кĕртнĕ (код 1191). Вĕсем "коловрат" евĕр свастикисене мăйçине çакса çÿреççĕ.
Ушкăн идеологине ертсе пыракансем: Алмантай В.Н., Семенов Е.В., Мадуров Д.Ф., Балтаев Н.М., Ювенальев Ю. Ю., Агеев В.И., Николаев В.В.,
Кăсăклă хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хăйсене "Шумер-Аккад-Субарту-Хурит-Хет-Икĕпат тĕнчин" мăнукĕсем тесе шутлаççĕ, ĕненĕвне Сăртăшпа, Космогонипе çыхăнтараççĕ. Мадуров Мĕтри унтан тата фолк-этимологипе ĕçре ускурать. Урам (выр. улица) сăмаха "Ура!" сăмахран пулнă, "У Ра" - "у солнца" (хĕвел умĕнче) палăртать теççĕ, "хĕвел" - выр. Солнце сăмаха грексен "гелиос" сăмахĕпе çыхăнтараççĕ, "уйăх" сăмаха " египтянсен "Яхмос" сăмахĕпе пăтратаççĕ. Ăсчахсем вара ку шутласа кăларнă япаласенчен кулаççĕ. Сувар секти чӑвашсен пуҫĕсене темӗнле фантазиллӗ пулни-пулман юмахсемпе Шумерсем, Аккадсем, Хуритсем, Икĕпат çыннисем тесе тата ытти кирлӗ-и, кирлӗ мар-ри япаласемпе пăтраштарса арпаштараççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тафаев Г. И. Чувашский суваризм (неосуваризм) – политический заказ казанских булгаристов [Текст] // Исторические исследования: материалы III Междунар. науч. конф. (г. Казань, май 2015 г.). — Казань: Бук, 2015. — С. 104-111.
- Тафаев Г. И. Болгаризм, суваризм и татаризм в произведениях краеведов и историков Урало-Поволжского региона // Молодой ученый. — 2015. — №6. — С. 540-546.
- Тафаев Г. И. Самоидентификация чуваш в условиях Российской Федерации в начале XXI века. Статья.
- Болгарский, Владимир. Суваризм — как пропаганда низшей ступени и «вторых ролей»(ĕçлемен каçă) Статья. — Вăлах "Чуваш_орг" сайтра та пур.
- Доклад А.С. Сараева «Суварская проблема в историографии и ее реалии в средневековых арабских географических сочинениях». // Семинар «Текстология и источниковедение Востока». 11 мая 2022 года. Институт востоковедения РАН.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Бойко И.И., Гусаров Ю.В. ИСТОРИОГРАФИЯ. Электронла чăваш энциклопедири статья.
- ^ Салмин, Антон Кириллович. Этноним чуваши в лабиринтах времени [Текст] / Антон Кириллович Салмин // Радловский сборник : научные исследования и музейные проекты МАЭ РАН в 2011 г. - Санкт-Петербург, 2012. - С. 438-445
- ^ Салмин А.К. БУЛГАРСКИЙ ЯЗЫК В КОНТЕКСТЕ ИСТОРИИ ЧУВАШЕЙ. — Журнал «Вестник Чувашского университета» 2015, 4№.
- ^ Салмин А.К. ЧУВАШСКИЙ ЯЗЫК В ТЮРКО-МОНГОЛЬСКОМ МИРЕ. — ВЕСТНИК ЧУВАШСКОГО УНИВЕРСИТЕТА. 2015, №2, Издательство: Чувашский государственный университет им. И.Н. Ульянова (Чебоксары) ISSN: 1810-1909
- ^ Салмин, А. К. История чувашского народа : савирская гипотеза / Чувашский государственный институт гуманитарных наук, А. К. Салмин .— Чебоксары : ЧГИГН, 2016 .— 128 с. — ISBN 978-5-87677-209-1
- ^ Сараев А. С. Рецензия на: Салмин А.К. История чувашского народа / А.К. Салмин. – Чебоксары: ЧГИГН, 2016. – 128 с. // ЧГВ, 2018, №13. С.214-219
- ^ СУВАРЫ ВКЛЮЧЕНЫ В ПЕРЕЧЕНЬ НАЦИОНАЛЬНОСТЕЙ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ .
- ^ сувары.рф сайт.
- ^ Глава Чувашии посетил музей суваро-болгаро-чувашской культуры.
- ^ «Десант ученых» Чувашской Республики посетил этнографический пасечный парк «Сувар» в с. Большое Чеменево.
- ^ Тимĕр Акташ. Паломничество на родину предков — 2017.
- ^ "Сувар" Фонд.
- ^ Социально-культурный центр «Сувар»
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мӗншӗн чӑваша неосуваризм лачакине сӗтӗреҫҫӗ?
- Мӗн вӑл неосуваризм?
- Алмантай тата неосуваризм.
- Высшая и последняя стадия неосуваризма
- Крах суваризма.
- Неосуваризм
- ГЕННАДИЙ ТАФАЕВ В СВОЕЙ НОВОЙ СТАТЬЕ УТВЕРЖДАЕТ: «СУВАРИЗМ – ПУТЬ АССИМИЛЯЦИИ ЧУВАШСКОЙ НАЦИИ»
- suwar.org 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку историпе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |