Location via proxy:   [ UP ]  
[Report a bug]   [Manage cookies]                
Контент патне куҫ

Аджари

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Аджари

აჭარა

Порт Батуми
Порт Батуми

Карта
Аджари ялавĕ

Аджари автономи республики (груз. აჭარის ავტონომიური რესპუბლიკა) — Грузин аякри кăнтăр-анăçĕнчи авалхи, географи тата политика-администрациллĕ çĕрĕ.

Кăнтăр енче Турципе (121 çм) чикĕленет, анăç тата çурçĕр-анăç çĕрĕсем Хура тинĕсе тухаççĕ. Аджари лаптăкĕ — 2,9 пин тăваткал çухрăм, пурăнан халăх йышĕ 400 пин çынран ытла (грузинсем). Аджари территорине çутçанталăк уйрăмлăхĕсем енчен иккĕне пайлама пулать — тинĕсçум тата туçи. Тинĕсçум Аджарире субтропик зонăри çулталăкри ăшă вăтам температура (+14,5 градус, çак чухне хĕллехи чи сивĕ уйăхри — кăрлачри — температура +6,5 градус), питĕ нӳрĕклĕ (вăтамран çулта 2500 мм) тата хĕвеллĕ кунсем тăраççĕ. Аджарин çыран çумĕнчи субтропикĕсем нӳрĕк кĕçĕн тĕсне кĕреççĕ, çурçĕр тата Анăç Хура тинĕс çумĕнчи типĕ вăтаçĕр тинĕс тропикĕсенчен уйрăлса тăраççĕ.

Туçи Аджарире Хура тинĕс сĕмне тусем картлаççĕ, çавăнпа кунти сывлăш типĕрех. Тусен вăтам çӳллĕшĕ: 2000—2500 м. Годерс (2025 м) урлă БатумиАхалцихе патшалăх шайĕнчи автомобиль çулĕ иртет. Хулара, тинĕс шайĕнчи 920 м çӳллĕшĕнче, кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура +1 градус, утă уйăхĕнче +19 градус.

Гидрографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аджарири мĕнпур юханшыв Хура тинĕс бассейнĕ шутне кĕрет. Чи тулли шывлă юханшыв — Чорох, вăрри Грузире вырнаçнă (Чорох Аджари территорипе 26 çм юхать), çаплах Аджари территоринче Чорохăн иккĕ юпă пур — Аджарисцкали тата Мачахела. Хура тинĕсе Кинтриши, Чаквисцкали, Королисцкали шывсем юхса кĕреççĕ. Аджарири тулли юханшывсен питĕ пысăк гидроэнергетика потенциалĕ (1,2 млрд кВт çити).

Республикăра юлашки халăх çыравĕпе 333 953 çын (çĕр-шыври 9,0 % халăх) пурăннă.

Наци йышĕ, 2014 çулхи халăх çыравĕпе:[1]

Этноссем хушшинчи хутшăнусем республикăра лăпкă тăраççĕ, Совет Союзĕ аркансан тăван çĕр-шывран чылай çын тухса кайнă, вырăсла калаçакан çынсен шучĕ сахалланнă.

1989 çулхи халăх çыравĕпе:

  • Грузинсем — 82,8 %,
  • Вырăссем — 7,7 %
  • Эрменсем — 4,0 %
  • Ыттисем — 5,5 % [1](ĕçлемен каçă)

1921 çулхи утăн 16-мĕшĕнче Аджар АССР йĕркеленĕ; хальхи ячĕ — 1990 çултанпа. Аджарсен тĕп хули — Батуми — Грузин тĕп тинĕс порчĕсем.Тинĕсçум зонăра (Кобулети, Махинджаури, Гонио, Сарпи тата ур.) санатори-сиплев çурчĕсем, ытларах совет тапхăрĕнче тунисем, вырнаçнă. Тусем çинче курортсем ĕçлеççĕ. Аджарири пурăнан халăх — грузин халăхĕн аджар этносĕ, вăтам ĕмĕрсенче вĕсен хушшинче ислам анлă сарăлнă.

  • 54,5 % аджарсем — грузи православи чиркĕвĕ йăăли-йĕркипе килĕшӳллĕ,
  • 39,8 % — мăсăльмансем-суннитсем,
  • 0,3 % — армян католикĕсем,
  • 0,04 % — католиксем,
  • 5 % — атеистсем, ĕненменнисем тата урăххисем.[2]

Осман тапхăрĕнче, урăх крипто-христиансем пекех, аджарсем ислампа православие кулленхи пурнăçра хутăштарнă. 1990-мĕш тата 2000-мĕш çулсенче аджар халăхне çĕнĕрен христианланă, çак ĕç-пуçа Грузин православии чиркĕвĕ пулăшнă, халĕ кунта христиансен шучĕ 70 %, мăусăльмансен шучĕ —30 % (80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче мăсăльмансем 70 % шутланнă).

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Грузин историллĕ облаçĕсем