Рига вокзалĕ
Рига вокзалĕ — Мускав чукун çул вокзалĕсенчен пĕри, Ригă лапамĕ çумĕнче, Мир проспекчĕпе Сущёв вал урлашнă çĕрте вырнаçнă. 1930 çулчен вокзал «Виндав», 1942 çулчен — «Балти», 1946 çулчен — «Ржев» вокзалĕ ятлă пулнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вокзалăн çуртне 1897—1901 çулсенче Виндав чукун çулне хунă чух (халĕ МЧÇ Ригă тĕлли) хывнă чух туса лартнă. Проекчĕн авторĕ: петербург архитекторĕ Бржозовский Станислав Антонович, вăлах Витебск вокзалĕн (Санкт-Петербург) эскизне хатĕрленĕ. Çурт-йĕре тунă чухне архитектор Дидерихс Юлий Фёдорович ертсе пынă.
Рига вокзалĕн икĕ çулĕпе инçет пуйăсĕсем (кунне виççĕ), икĕ — хулаçум пуйăсĕсем çӳреççĕ. Темиçе çулĕ çинче чукун çул транспорчĕн истори музейне вырнаçнарнă.
Вокзал çумĕнче метро «Рижская», ОЧÇ «Рижская» платформи вырнаçнă.
Рига вокзалĕпе Савелов вокзалĕ сахал усăллă тесе вĕсене2000-мĕш çулсем пуçламăшĕнче хупма шутланă.
Тĕлсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ригă вокзалĕнчен Великие Лукипе Рига çине пуйăссем çӳреççĕ.
Çаплах вокзалран хулаçум электропуйăссем (кунне 60 яхăн, 2007, юпа) Павшино, Нахабино, Дедовск, Çĕнĕ Иерусалим, Волоколамск, Шаховская çити çӳреççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Рига вокзалĕ Викиампарта? |
- Рига вокзалĕн çӳрев вăхăчĕн йĕрки
- Рига вокзалĕн электропуйăссен çӳрев вăхăчĕн йĕрки
- Рига вокзалĕн электричкисен маршрутсен схеми
- 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20070927203857/http://www.mzd.ru/static/index.html?cur_id=8&he_id=42 архивланӑ. Рига вокзалĕ, Мускав чукун çулен сайче çинче]].
- Пăравуссен вăхăчĕ
- Виндава-Мускав чукун çул туни çинчен истори.
Мускав аэропорчĕсем, вокзалĕсем |
---|
Аэропортсем: Быково | Внуково | Домодедово | Остафьево | Тушино | Шереметьево
Ч/ç вокзалĕсем: Белорус Киев Ленинград Павелец Рига Савăл Хусан Ярослав |