Location via proxy:   [ UP ]  
[Report a bug]   [Manage cookies]                
Контент патне куҫ

Сона (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сона юханшывĕ Лион патĕнче каçхине

Сона (франц. Saône) — Францин тухăç енче юхакан юханшыв, Ронăн сылтăм юппи. Тăршшĕ 482 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 29 950 км2. Вăтамран 410 m³/с шыв юхать.

Вьомениль хули патĕнче пуçланать те Лион патĕнче Рона юханшывне юхса кĕрет.

Юханшыв тăрăх кимĕсем те ишме пултараççĕ. Каналсем тăрăх Мозель, Луара, Марна, Сена, Рейн юханшывĕсемпе сыпăнтарнă.