Location via proxy:   [ UP ]  
[Report a bug]   [Manage cookies]                
Контент патне куҫ

Тохаристан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тохаристан, — Вăтам Азипе Афганистан çĕрĕсенчи историллĕ тăрăх. Ку тăрăха Узбекистанпа Таджикистанăн кăнтăр тата Афганистанăн çурçĕр çĕрĕсем кĕреççĕ. Ячĕ тохарсенчен пулса кайнă, вĕсем пирĕн эрăн II-мĕш ĕмĕрте Грек-Бактри патшалăхне çапса çĕмĕрнĕ.

Тохаристан çĕрĕн чикки çурçĕр енче Гиссар хребечĕпе иртнĕ. Кăнтăр енчи чикки Гиндукуша çити пулнă. Тухăç енче Памир хĕррипе, анăç енчи чикки Муграбпа Гурируд юханшыв хĕррипе иртнĕ.

I-IV ĕмĕрсенче ку çĕрсем Кушан патшалăхне кĕнĕ, унăн тĕпĕ пулнă. Кушан патшалăхĕ арканса кайнă хыççăн темиçе пая пайланнă. VII ĕмĕр пуçламăшĕнче 27 кнеçлĕхрен тăнă. V-VI ĕмĕрсенче Тохаристан кнеçлĕхĕсем эфталитсене пăхăнма пуçланă, VII ĕмĕрте — тĕрĕксене. VIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Тохаристан арапсен аллине лекнĕ.

Каярахпа Тохаристан Тахиридсен, Саффиридсен, Саманидсен, Гуридсен патшалăхĕсене кĕнĕ. XIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Тохаристана тутар-монголсем çĕнтерсе илнĕ.

Культурăпа экономика енчен Тохаристан Вăтам Азире пысăк шайра тăнă. Вăл Вăтам Ази тăрăхĕсемпе, Индипе, Малти тата Инçет Тухăçпа тачă çыхăнусем тытнă. Кушан патшалахĕ аталаннă вăхăтра кунта беддизм аталаннă, сарăлнă.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Бартольд В. В. Работы по исторической географии // Сочинения : в 9 т. / Беленицкий А. М.. — Москва : Из-во «Наука» Главная редакция Восточной литературы, 1965. — Т. 3. — 713 с.
  • Гафуров Б.Г. Таджики. Древнейшая, древняя и средневековая история. — Душанбе: Ирфон, 1989. — 371+379 с.
  • Литвинский Б. А., Соловьев В. С. Средневековая культура Тохаристана: В свете раскопок в Вахшской долине. — М.: Наука, 1985. — 264 с.
  • Тохаристон // Ўзбекистон миллий энциклопедияси : [узб.]. — Тошкент : ГУ "Ўзбекистон миллий энциклопедияси", 2000—2005. — С. 514. — 867 с.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]