Location via proxy:   [ UP ]  
[Report a bug]   [Manage cookies]                
Контент патне куҫ

Ци Байши

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ци Байши
齊白石
Ци Байши, 1956
Ци Байши, 1956
Çуралнă чухнехи ят: Чуньчжи
Çуралнă вăхăт: 1864 çулхи кăрлач, 1
Çуралнă вырăн: Сянтань, Хунань, Цин ăрăвĕ
Вилнĕ вăхăт: 1957, авăн, 16
Вилнĕ вырăн: Пекин, Китай Халăх Республики
Гражданлăх:
Жанр: ӳкерçĕ, каллиграф
Стиль: Гунби
Викиампарти ĕçсем
Ÿнерçĕн Пекинри кил-çурчĕ. Халĕ музей.

Ци Байши (кит. трад. 齊白石, упр. 齐白石, пиньинь: Qí Báishí) (1864, кăрлач, 1, Сянтань, Хунань, Династия Цин — 1957, авăн, 16, Пекин, Китай Халăх Республики) — китай паллă ÿнерçи, каллиграф тата чулран касса кăларакан ăстаçă. Хăйĕн «чĕчексем-кайăксем» тата «курăксем-хурт-кăпшанкăсем» жанрсенчи кăтартуллă хайлавĕсемпа паллă. Халăхсен хушшинчи Тăнăçлăх парнине илме тивĕçнĕ (1956).

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăл Сянтаньте, чухăн хĕресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ача тăхăр çула çитсен, аран пуçтарнă укçи-тенкипе çыру хатĕрĕсемпе кĕнекесем илсе, ăна вĕрентме янă. Каллиграфи ăсталăхне вĕренме пуçланăскер, вăл сăрă-ÿнер ĕçĕпе те кăсăкланма пуçланă, пĕрремĕш ÿкерчĕкĕсене пуçланă. Анчах çемьи укçа енчен хĕсĕнме тивнĕ пирки Ци Байши тепĕр çултанах вĕренÿне пăрахса хуçалăхра пулăшма таврăнать — кĕтÿре çÿрет, çапă пуçтарать.Ирĕклĕ вăхăтра ÿкерет. Хут илме ÿкçа пулманнипе вăл кивĕ шут кĕнекисен çулçисене касса илсе тепĕр енĕсенче ÿкерет.

Вуниккĕ тултарсан вăл сĕтел-пукан ăстин вĕренекенĕ пулса тăрать, кунта та вăл пултарулăхне кăтартать: чĕрчунсен кÿлеписене, табак упрамалли савăтсем, ксилографи меслечĕпе китай авалхи сюжечĕсем тăрăх турăсемпе паттăрсем çинчен курăс хуппи ÿкерчĕкĕсене хайлать.

Ци Байши виç ĕмĕр маларах пурăннă ÿнерçĕ Сюй Вэй ăсталăхне çитме ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн пĕр сăввинче Ци Байши çапла çырать: «Эх, 300 çул каялла çуралма пулнă пулин, эпĕ Ĕмĕр Симĕс валли сăрăпа хут хатĕрлеттĕмччĕ (Сюй Вэй псевдонимĕ)!»(恨不生三百年前,為青藤磨墨理紙).

28-та вăл паллă ÿнерçĕ Ху Циньюань вĕренекенĕ пулса тăнă та китай халăх ÿнерĕн гохуа мелне вĕренме пуçланă.1917-мĕш çулта Пекина çитсе унтах пурăнма юлнă, хăйне тĕппипех ÿнере халалланă. Ци Байши пуçламăш пĕлÿ те илменнине пăхмасăр, утмăл ултă çулта ăна Пекин илем университечĕн ÿнер кафедрин профессорĕ пулма чĕнсе илнĕ.

1953-мĕш çулта вăл Китай ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ пулса тăнă, Китай Культура Министерстви «Китай халăхĕн Аслă ÿнерçи» тесе ят панă.

1954 -мĕш çулта Пĕтĕм Китай Пухăвĕн халăх элчисен депутачĕ пулма суйланă. Çав çулах «Тăнăçлăх гимнĕ» ÿнер хайлавĕн авторĕсенчен пĕри пулса тăнă, ăна китай ÿнерçисен ушкăнĕ Пĕтĕм тĕнчен тăнăçлăхшăн тăракансен ассамблеине парнеленĕ.

1956-мĕш çулта вăл Халăхсен хушшинчи Тăнăçлăх парнине илме тивĕçнĕ.

1957-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пекинта вăл пурнăçĕнчeн уйрăлнă.

Ци Байши ĕçĕсем тĕнчери ертсе пыракан музейсен пуххисенче, çав шутра Хĕвелтухăç халăхĕсен ÿнер Музейĕнче те (Мускав) тата Эрмитажра (Санкт-Петербург) пур.

Пекин хулинче Ци Байшин Çурт-музейĕ ĕçлет.

Ци Байшине чысласа Меркурий çинчи кратера ят панă.

Сянтаньте Ци Байшине чысласа парка унăн ятне хунă, унта унăн палăкĕ те пур. Унсăр пуçне кунта Ци Байшин тепĕр Çурт-музеĕ пур.

1958-мĕш çулта СССР-та Ци Байшине асăнса почта марки кăларнă.

Золочев керменĕнче (Украина) китай керменĕ çумĕнче Ци Байши палăкĕ тăрать.

Курав речĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Завадская Е. В. Ци Байши. М.: Искусство, 1982
  • Boorman, Howard L., and Richard C. Howard. "Ch'I Pai-Shih." Biographical Dictionary of Republician China I (1967): 302-304.
  • Chao-Wen, Wang. "An Appreciation of Chi Pai-Shih's Paintings." 126-131.
  • Tsao, Jung Ying. The Paintings of Xugu and Qi Baishi. 1st ed. Seattle and London: Far East Fine Arts Inc, 1993. 5-447.
  • Xiangtan. "Qi Baishi [Ch'I Pai-Shi;Zi Huang; Hao Baishi Laoren, Baihi Shanweng]." Grove Art Online (2007): 1-3.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]