Location via proxy:   [ UP ]  
[Report a bug]   [Manage cookies]                
Контент патне куҫ

Ыйту

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ыйту, тилмĕрӳ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ыйту -çынна мĕнле те пулин ĕçе тума е ĕмĕте пурнăçлама чĕнсе ыйтни.

Тăтăшах ыйтусем

  • калуллă
  • ыйтуллă
  • кăшкăруллă сенӳсенчен пулса тăма пултараççĕ.

Тилмĕрӳ схеми

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калаканни → Итлекенни.


Ыйтăвăн ăнлавĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Манăн сан пата ыйту, тилмĕрӳ пур, унăн тĕллевĕ манăн кăмăл туртăмне е ĕмĕте пурнăçлани е аван е аван мар ĕçе туса пани.

Ыйту вăл пуплевĕн ĕçĕ, çавăнпа та темиçе компонентран тытăнса тăрать: яраканни – текст –илекенни.

Адресатпа адресантăн темиçе паллă пур. Вĕсем патне çыннăн арлахĕ, çул ӳсĕмĕ, пĕлӳлĕхĕ, пурнăçра кам пулни тата миçе çул е кун паллашнăранпа, официаллă е официаллă мар вырăнта пулса иртни кĕрет.

Ыйтусен тĕрлĕ жанрĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ыйтусем тĕрлĕ жанрсемпе уйрăлса тăраççĕ:

  • ыйту
  • тилмéрӳ
  • хушу.

Вĕсен пĕрлешĕвĕ те пулма пултарать.

Ыйтăва итлекенни тĕрлĕ çын пулма пултарать: çын, Турă, выльăх- чĕрлĕх, калаканĕ хăй тата ытти те.

Ыйту пĕр е темиçе сăмахран е сенӳрен тытăнса тăма пултарать. Тилмĕрӳ стилĕсем те тĕрлĕрен пулаççĕ. Ыйту монологра, диалогра, е полилогра пурнăçланать.

Ыйту, тилмĕрӳ ăнăçлă пуласси тĕрлĕ майсенчен килет: ырă кăмăл, çемçе сасă, этикетпа усă курни, мĕншĕн тесен тилмĕрӳ тăтăшах этикетра тĕл пулать.

  • Язык, коммуникация и социальная среда. Воронеж: ВГУ, 2006. С.165-170
  • Жукова М.Т. Культурно-языковые реалии как объект исследования / М.Т.Жукова // Социокультурные проблемы перевода: Сборник научн.трудов. – Вып.5. – Воронеж, ВГУ, 2002. – С.55-58.
  • Падучева Е.В. Высказывание и его соотнесенность с действительностью. М., 1985
  • Арутюнова Н.Д. Речевой акт // Лингвистический энциклопедический словарь. - М.: Сов. Энциклопедия, 1990.